+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Паян Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх çыравӗ стартланать.
Пандемие пула темиҫе хут та массӑллӑ анкетӑланин срокне куçарнă. Унччен ҫӗршывӑн хальхи историйӗнче ҫырав 2002 тата 2010 ҫулсенче иртнӗ. Кӑҫал вӑл цифра форматӗнче пӗрремӗш хут иртӗ. Раҫҫейре пурӑнакан кирек хӑш ҫын та хӑйӗн ҫемйине Госуслуги порталӗнче, МФЦри компьютерпа е стационарлӑ ҫырав участокӗсенче хӑй тӗллӗн ҫырса илме пултарать. Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх çыравĕ ноябрӗн 19-мӗшӗччен пырать.
Паянтан пуçласа октябрĕн 18-мĕшĕччен районта 40 переписчик вĕренÿ иртет. Унтан тин вĕсем ĕçлеме пуçлаççĕ.
Сăнÿкерчĕкĕ: "Башинформ".