Çутă çул
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
17 Октябрӗн 2021, 20:31

Паян – Атте кунӗ!

Паян – Атте кунӗ. Вăл çӗнӗ праçниксенчен пӗри. Кăçал Раççейре  Атте кунӗ официаллă статус илчӗ: октябрӗн 4-мӗшӗнче Раççей Президенчӗ В.В.Путин çулсерен октябрӗн виççӗмӗш вырсарникунӗнче Атте кунне паллă тумалли пирки калакан Указ çине алă пусрӗ.

Паян – Атте кунӗ!
Паян – Атте кунӗ!

Çӗршывăн хăш-пӗр регионӗсемпе хулисенче вара Атте кунне тахçанах палăртаççӗ. Тӗслӗхрен, Череповецпа Новосибирск хулисем, Волгоград, Липецк, Курск тата Ульяновск облаçӗсем. Хăш-пӗр регионсенче Атте кунне урăх кунсенче уявлаççӗ: Волгоградра аттесене ноябрӗн 1-мӗшӗнче саламлаççӗ, Алтай крайӗнче вара – апрелӗн юлашки вырсарникунӗнче.

Атте кунне пирӗн çӗршывра 2014 çултанпа паллă тăваççӗ. Çичӗ çул каялла Мускавра çак праçнике халалласа «Папа Фест» фестиваль иртнӗ. Çавăнтанпа вăл Раççейӗн тӗп хулинче кăна мар, Новосибирск, Калиниград тата Хусан хулисенче те иртет. Аттесене халалласа çак праçникре хуласенче тӗрлӗ мероприятисем йӗркелеççӗ, нумай ачаллă ашшӗсене парнесемпе чыслаççӗ.

Районсемпе хуласенче ирттерекен мероприятисен шучӗ те çук. Пур çӗрте те тенӗ пекех шкулсенче Атте кунне халалласа класс сехечӗсем иртнӗ, «Атте патне ӗçе», «Аттепе зарядка тăватпăр», «Аттепе пӗрле» акцисене ача-пăча хастар хутшăннă. Паян иртенпе социаллă сетьсенче пурте хăйсен ашшӗсене саламлаççӗ, вӗсем çинчен каласа параççӗ.

Эпир те аттесене пурне те уяв ячӗпе саламлатпăр, пурнăçра пӗтӗм ыррине сунатпăр!

Подробнее: http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/payan-atte-kun

Паян – Атте кунӗ!
Паян – Атте кунӗ!
Паян – Атте кунӗ!
Паян – Атте кунӗ!
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: