Çутă çул
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
20 Октябрӗн 2021, 15:44

Пишпÿлекре "Хӗрарӑм Телейӗн Территорийӗ" иртет

Хисеплӗ хӗрсем, хĕрарăмсем!  

Пишпÿлекре "Хӗрарӑм Телейӗн Территорийӗ" иртет
Пишпÿлекре "Хӗрарӑм Телейӗн Территорийӗ" иртет

Хисеплӗ хӗрсем, хĕрарăмсем!

Сире октябрĕн 21-мĕшĕнче районти Культура керменне 11.00 сехетре «Хӗрарӑм Телейӗн Территорийӗ» ятлӑ мероприятие чӗнеççĕ.

Мероприяти шайӗнче тухтӑрсенчен консультаци тӳлевсӗр илме пулать.

11.00 сехетрен пуҫласа 16.00 сехетчен, малтан ҫырăннипе, тӳлевсӗр консультацисем ҫак специалистсем ирттерççĕ: терапевт, гастроэнтеролог, дерматолог, педиатр, аллерголог-иммунолог, детский эндокринолог, невролог, детский невролог, отоларинголог, психотерапевт, нарколог, акушер-гинеколог, репродуктолог.

 

Ҫавӑн пекех сире илемлӗх салонӗсенче интереслӗ мастер-классем кӗтеҫҫӗ.

 

Тухтӑрсем патне телефонпа ҫырӑнма юрать: 8 (34743) 2-26-03.

 

Мероприятие кӗресси COVID-19 хирĕç вакцинаци туни çинчен сертификатсемпе е тӳссе ирттернӗ чир ҫинчен калакан справкăпа кĕртеççĕ.

Сăнÿкерчĕкĕ: Интернетран.

Пишпÿлекре "Хӗрарӑм Телейӗн Территорийӗ" иртет
Пишпÿлекре "Хӗрарӑм Телейӗн Территорийӗ" иртет
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: