Пишпӳлек ялӗнчи ҫӗнӗ масар вырӑнне палӑртас ыйтупа ӗҫ канашлӑвӗ иртрĕ.
Паян, 2021 ҫулхи октябрӗн 20-мӗшӗнче, Пишпӳлек ялӗнчи ҫӗнӗ масарсене палӑртас ыйтупа вырăна тухса ирттермелли лару йӗркеленӗ. Ҫак канашлӑва Пишпӳлек район администрацийӗн пуҫлӑхӗ А.М. Зарипов, Пишпӳлек район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ЖКХ тата строительство тĕлĕшпе ĕçлекен ҫумӗ А.И. Никитин, муниципаллӑ район администрацийӗн тӗп архитекторӗ Р. Мухаметшин, Пишпӳлек ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ А.А. Семенов, тӗн организацийӗсен представителӗсем, газ службин представителӗсем, Пишпӳлек район депутачӗ С.К. Михайлов хутшăннă.
Масар ҫинче пытармалли вырӑнсем сахалланса пынипе масар валли ҫӗнӗ вырӑн палăртмалла пулать. Ҫак ыйтăва сӳтсе явнӑ май Кандракуль еннелле автодромран кӑшт айккинерех вырӑн уйарма йышӑнчӗҫ. Ҫитес вӑхӑтра тивӗҫлӗ документацие ҫырса хатӗрлес ӗҫ пуҫланать. Ҫавӑн пекех асӑннӑ территорие тирпей-илем кӗртес енӗпе вырӑнти пуҫарусене пулӑшмалли программӑна кӗртме палӑртнӑ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Пишпÿлек ял Совечĕ ял тăрăхĕн страницинчен.