Пелепей информаци центрӗн директорӗ пулнӑскер пурнӑҫран уйрăлса кайрӗ.
Эпир хамӑр ӗҫтешпе, Пелепей информаци центрӗн директорӗпе Николай Михайлович Николаевпа, пичет отраслӗн ветеранӗпе сывпуллашатпӑр. Вӑл ӗмӗр тӑршшӗпех пичет отраслĕнче ӗҫленĕ. Пелепейри типографин директорӗ пулса 1988 ҫултан пуҫласа 2019 ҫулта тивӗҫлӗ канӑва тухичченех ӗҫленӗ вӑл. Ҫакӑн пек тӗлӗнмелле, ырӑ та сарлака чунлӑ ҫын пурнӑҫран тухса кайрӗ. Вӑл Пелепей районӗнче кӑна мар, Пушкӑртстанри кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ медиа уçлăхĕнче пичет ӗҫне пысӑк тӳпе хывакан чӑн-чӑн профессионал пулнӑ. Эпир, хаҫат редакцийӗн ҫамрӑк ӗҫченӗсем, хамӑр хушӑра ӑна батя тесе чӗнеттӗмӗр... Йывӑр... пурсӑмӑр та тӑлӑха юлнине йышӑнма йывӑр.
Хаҫат-журнал тата массӑллӑ информаци хатӗрӗсен Агентствин ертӳҫи Максим Ульчев Николаевăн тӑванӗсемпе ҫывӑх çыннисене чун-чӗререн хурланнине палӑртрӗ. Николай Михайлович ҫинчен çутӑ астăвăм яланлӑхах юлӗ.
"МГ" информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: архивран.