Ку вӑл ҫын прививка тунӑ хыҫҫӑн чирлесен вакцинаци иртни çинчен QR-код вăйра тăмалли юлнă вăхăтне пăрахăçланине пĕлтерет.
Право информацийӗн официаллӑ интернет-порталӗнче РФ Сывлӑх министерствин вакцинаци сертификачĕн ҫӗнӗ форми ҫинчен ҫĕнĕ приказне пичетлесе кӑларнӑ.
Документра палӑртнӑ тӑрӑх, вакцинаци хыҫҫӑн QR-код — ҫулталӑк, чир хыҫҫӑн ҫур ҫул вăйра тăрать. Кун пек чухне, вакцинациленĕ çыннăн коронавирус тупса палӑртсан, унӑн вакцинӑланă çыннăн цифра пропускӗ пăрахăçланать, чирлесе иртттернин QR-кочӗ вăйра тăма пуçлать, ăна ҫур ҫуллӑха кӑна параççĕ.
"QR-кодра коронавирус ерекен ҫӗнӗ инфекцие (COVID-19) хирӗҫ <…> вакцина тунине е коронавируспа чирлесе ирттерни ҫинчен, çавăн пекех QR-код вăйра тăмалли срокĕ çинчен информаци тытăнса тăрать", — палӑртнӑ пӗлтерӳре.
Аса илтеретпӗр, чирлесе ирттерни тата вакцинаци ҫинчен, вакцинанаци тума юраманни çинчен калакан справкӑна граждансем больницӑра е МФЦра ыйтса илме пултараҫҫӗ. Документӑн электронлӑ версийӗ те Госуслуги порталӗнче пур.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: Валерий Шахов.