+3 °С
Уҫҫӑнах
Паян, ноябрӗн 25-мӗшӗнче, Уфара, В. И. Ленин ячӗллӗ площадьре, тӗп столицӑри чӑрӑш лартнӑ.
Йӑли-йӗркипе, чăрăша республикӑри Благовещенск районĕнчен "Горзеленхоз" МБУ ӗҫченӗсем турттарса килнĕ те ҫӗкленĕ.
85 ҫулхи йывăç ҫӳллӗшӗ 35 метр. Ҫывӑх вӑхӑтра йывӑҫа илемлетме пуҫлӗҫ, площадьре пӑр хулине илемлетме тытӑнӗҫ. Фонтан тӗлӗнче, чӑрӑш хыҫӗнче, ҫутӑ шыв лупасӗ пулать, тулти ҫутӑпа лӗпӗшсем евӗр консоль туса хурӗҫ.
Эпидемиологи лару-тӑрӑвне шута илсе пӑр хулисемпе чӑрӑшсен лаптӑкӗсен шучӗ, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, ӳсӗ. Сӑмахран, 2019 ҫулта 85 площадка пулнӑ, 2020 ҫулта – 247, кӑҫал 321 площадка йӗркелĕç.
«МГ» информацийĕпе.