Вӑл декабрӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Уфари Регионти общество приемнӑйӗнче иртӗ, пӗлтерчӗҫ пресс-службӑра.
"Единая Россия" парти Председателӗн Дмитрий Медведевăн Пушкӑртстанра граждансене йышӑнмалли вунăкунлăх ирттерет, ҫав вунакунлăха кӑҫал парти 20 ҫул тултарнине халалланӑ. Унта Раҫҫей Патшалӑх Думин Депутачӗсем, Пушкăртстан Республикин Патшалӑх Пухӑвӗн — Курултайĕн, Патшалăх Канашĕн депутачĕсем хутшӑнӗҫ. Ҫавӑн пекех вӗренӳ, сывлӑх сыхлавӗ, социаллӑ пулӑшу ыйтӑвӗсем, экологи, ЖКХ, ӗҫ саккунӗсене пӑхӑнасси тата ытти те тематика кунӗсене йӗркелӗҫ. Республика çыннисем тӗрлӗ ведомствӑсен представителӗсенчен пулӑшу ыйтма, ҫавӑн пекех тӳлевсӗр право консультацийӗсем илме пултарӗҫ.
Вунăкунлăхăн мероприятийӗсем республикӑри обществӑпа йышӑнмалли 70 площадкăра иртеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех инҫетри халӑх пурӑнакан вырӑнсенче пурӑнакансемшӗн «Правовая культура малой родины» проект шайӗнче вырăнсенче граждансене йышăнĕç.
Куçа-куçăн йышăнмалли меслетсӗр пуҫне телефонпа е онлайн-форматпа ыйту пама пулать. Йышăнăва ҫырӑнса хушма информацие телефонпа илме пулать: +7(347)226-78-28.
«МГ» информацийĕпе.