Пушкӑртстан Республикинчи Роспотребнадзор Управленийӗн представителӗсемпе ятарлӑ уйрӑмĕсем Уфа аэропорчӗнче тата чугун ҫул вокзалӗн территорийӗнче ӗҫлеҫҫӗ. Ведомство ертӳҫи Анна Казак каланӑ тӑрӑх, Раҫҫейре COVID-19 çĕнĕ штаммне омикрона тупса палӑртнӑ пирки ку вырӑнсенче специалистсен ӗҫӗ вӑйлăлансах пырать.
"Кӑнтӑр континентăн ҫӗршывӗсенчен килнисене пурне те экспресс-тест ирттереҫҫӗ. Омикронпа чирлекен тӗслӗхсене тупса палӑртман - ха", - шантарнă Анна Казак.
Роспотребнадзор специалисчӗсем ҫывӑх вӑхӑтра ПЦР-тестпа усӑ курса пассажирсене тӗрӗслӗҫ тата пур кӑтартусене федераци центрне штамма малалла тишкĕрме ярса парӗҫ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: Ксения Калинина.