Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
17 Декабрӗн 2021, 13:46

Пушкӑртстан Патшалӑх Пухăвĕн — Курултайĕн депутачӗсем Çӗнӗ ҫул уявӗсенче эрех-сӑра сутмалли режимне улӑштарнӑ

Пушкӑртстанри Патшалӑх Пухӑвӗн – Курултайӗн депутачӗсем ҫӗнӗ ҫул каникулӗсенче эрех-сӑра продукцийĕ сутмалли режимне улшӑнусем кĕртнĕ.

Пушкӑртстан Патшалӑх Пухăвĕн — Курултайĕн депутачӗсем Çӗнӗ ҫул уявӗсенче эрех-сӑра сутмалли режимне улӑштарнӑ
Пушкӑртстан Патшалӑх Пухăвĕн — Курултайĕн депутачӗсем Çӗнӗ ҫул уявӗсенче эрех-сӑра сутмалли режимне улӑштарнӑ

Пушкӑртстанри Патшалӑх Пухӑвӗн – Курултайӗн депутачӗсем ҫӗнӗ ҫул каникулӗсенче эрех-сӑра продукцийĕ сутмалли режимне улшӑну кӗртекен саккун йышӑннӑ.

Халӗ республикӑра эрех-сӑра сутмалли тепӗр режим палӑртнă: кӑрлачӑн 3-мӗшӗнче 8 сехетрен пуҫласа 17 сехетчен, кӑрлачӑн 4-мӗшӗнчен пуҫласа 6-мĕшĕччен — 10—17 сехетчен. Ытти кунсенче яланхи режим — 8—23 сехетчен. (Аса илтеретпӗр, маларах кӑрлачӑн 3-мӗшӗнче алкоголь сутма чарнӑ, кӑрлачӑн 4-мӗшӗнчен пуҫласа 6-мĕшĕччен — 10 сехетрен пуҫласа 14 сехетчен пулнă).

Пушкӑртстанра 2022 ҫулхи ҫӗнӗ ҫул каникулӗсенче алкоголь продукцийӗ мӗнле сутӑнӗ:  Кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнче — 8 сехетрен пуҫласа 23 сехетчен; кӑрлач уйăхĕн 2-мӗшӗнче 8 сехетрен пуҫласа 23 сехетчен; кӑрлач уйӑхӗн 3-мӗшӗнче 8 сехетрен пуҫласа 17 сехетчен; кӑрлачӑн 4—6-мӗшӗнче 10 сехетрен пуҫласа 17 сехетчен; кӑрлач уйӑхӗн 7—9-мӗшӗсенче 8 сехетрен пуҫласа 23 сехетчен.

«Башинформ» информацийĕпе.

Пушкӑртстан Патшалӑх Пухăвĕн — Курултайĕн депутачӗсем Çӗнӗ ҫул уявӗсенче эрех-сӑра сутмалли режимне улӑштарнӑ
Пушкӑртстан Патшалӑх Пухăвĕн — Курултайĕн депутачӗсем Çӗнӗ ҫул уявӗсенче эрех-сӑра сутмалли режимне улӑштарнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: