Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
17 Декабрӗн 2021, 15:19

Раҫҫей ҫыннисене январь уйӑхӗн ӗҫ укҫине, пенсине тата пособисене Ҫӗнӗ ҫулччен тӳлеҫҫӗ

Парламентари каланӑ тӑрӑх, укҫа-тенке пурне те уяв умӗн параҫҫӗ.

Раҫҫей ҫыннисене январь уйӑхӗн ӗҫ укҫине, пенсине тата пособисене Ҫӗнӗ ҫулччен тӳлеҫҫӗ
Раҫҫей ҫыннисене январь уйӑхӗн ӗҫ укҫине, пенсине тата пособисене Ҫӗнӗ ҫулччен тӳлеҫҫӗ

Ку ҫул вӗҫлениччен Раҫҫей ҫыннисем январьти ӗҫ укҫисене, пенсисене, ҫавӑн пекех 13-мĕш ӗҫ укҫине, премисене тата пособисене илмелле, каланă Патшалăх Думин ӗҫлев, социаллă политика тата ӗҫ ветеранӗсен комитечӗн членӗ Светлана Бессараб.

Парламентари каланӑ тӑрӑх, укҫа-тенке пурне те уяв умӗн параҫҫӗ. 2022 ҫулхи январьти тÿлевсене — 2021 ҫулхи бюджета кĕртнĕ. Бессараб каланă тăрăх, нумай ӗҫ паракансем тата регионсем ача-пӑча Çĕнĕ çул парнисене пама, нумай ачаллӑ ҫемьесемпе ветерансене пулӑшу пама тӑрӑшаççĕ.

«МГ» информацийĕпе.

Раҫҫей ҫыннисене январь уйӑхӗн ӗҫ укҫине, пенсине тата пособисене Ҫӗнӗ ҫулччен тӳлеҫҫӗ
Раҫҫей ҫыннисене январь уйӑхӗн ӗҫ укҫине, пенсине тата пособисене Ҫӗнӗ ҫулччен тӳлеҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: