+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пушкӑртстанра синоптиксем ырӑ мар ҫанталӑк пулӑмӗсене — ҫил-тӑман, юрлӑ-ҫумӑрлӑ, ҫил-тӑвӑл пуласса пӗлтереҫҫӗ.
Паян, декабрӗн 21-мӗшӗнче, республикӑри хӑш-пӗр районсенче ҫил-тӑман иртӗ, ҫил кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен, виҫеллӗ вĕрет. Кӑнтӑрла сывлӑш температури -1 пуҫласа -6 градус таран улшӑнса тӑрӗ.
Декабрӗн 21-мӗшӗнчен 22-мӗшӗнчи çĕрле вара регион ҫыннисем каллех нăкă юр ҫăвасса кӗтеҫҫӗ. Ҫӗрле температура 10 градус таран анӗ.
МИХ информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: уçă çăлкуçсенчен.