Пишпӳлек район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Артур Зарипов "Ҫутӑ ҫул" хаҫат корреспонденчӗсемпе тӗл пулчĕ.
Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Артур Зарипов тӗлпулура 2021 ҫулхи тӗп итогсене пĕтĕмлетнӗ.
Ӗнер, декабрӗн 23-мӗшӗнче, "Ҫутӑ ҫул" корреспонденчĕсем Пишпӳлек район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе Артур Мухлисович Зариповпа тӗл пулчӗҫ. Унӑн кабинетӗнчи калаҫу ăшă та кăмăллă лару-тăрура иртрӗ. Эпир ӑна интереслентерекен ыйтусем патӑмӑр, вӑл вара, ӗҫ графикне пӑхмасӑрах, тӗплӗн хуравларӗ. Пире ҫывӑх та хакли ҫинчен — Пишпÿлек районӗ ҫинчен калаҫрăмăр.
Хисеплӗ вулакансем, район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе Артур Зариповпа калаçăва "Ҫутӑ ҫул" хаҫатăн 2021 ҫулхи декабрӗн 28-мӗшӗнче тухнă 104-мĕш номерĕнче вулăр.
Сăнÿкерчĕкĕ: Сергей ИВАНОВ.