Пушкартстанăн кӑнтӑр енчи пуçлăхĕсен бой-бэндӑн ҫӗнӗ ҫул клипне сетьре тӑвӑллӑ сӳтсе яваççĕ
Пушкӑртстанри темиҫе муниципалитет пуҫлӑхӗ халиччен пулман ҫӗнӗ ҫул клипӗ йӗркеленӗ. Креатив "Команда ЮГ РБ" ҫулталӑк пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх рэп вуласа пани пулнă. Ролика Ишимбай район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Азат Ишемгулов, Аургазă районӗн пуçлăхĕ Арслан Шагаретдинов, Стерлитамак районӗн пуçлăхĕ Рустам Рахмангулов, Салават мэрӗ Игорь Миронов, Стерлитамак хулин администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ Рустем Газизов хутшӑннă. Бой-бэнд муниципалитетсен ҫитӗнӗвӗсемпе бренчӗсем ҫинчен клипра каласа парать, вӗсем хăйсене малта пыракансем пӗлтерет.
«Юг РБ — это семья, крутые города! Наш союз будет сиять ярче, чем Москва. Юг РБ — это успешная республика», — хорпа юрлаççĕ чиновниксем. — Кто слышал про север РБ или про запад РБ? Никто! А про Юг РБ слышали все и везде, потому что Юг РБ всегда на коне!»
«Юг РБ во всех сферах, направлениях рулит, а Нефтекамск в сторонке пусть нервно курит!» — ҫапла чӗнсе каланă мэрсем Нефтекамск пуҫлӑхне Ратмир Мавлиева .
Пушкӑртстан пуҫлӑхӗ Радий Хабиров çак видео хӑйӗн страницинче соцсетьсенче вырнаҫтарнă.
«Башинформ» информацийĕпе.