"Критика ҫине йӗркеллӗ пӑхатӑп, - хуравларӗ Радий Хабиров брифинг вӑхӑтӗнче соцсетьсенче критикӑллӑ асӑрхаттарусем кӳрентермеҫҫӗ-и тесе ыйтсан. - Эпӗ ҫак ӗҫе суйласа илтӗм, вӑл халӑх умӗнче пулмалли шутланать. Тата ҫынна хӑй хак пани ҫинчен мĕнле каласа памалла. Анчах та тарӑхнӑ ҫынсемпе куçа-куçан хутшӑннӑ чухне те вӗсене кӳрентерес мар тесе пирӗн пӗтӗм вӑя хумалла. Соцсетьсенче тем те каласа пулать. Ҫакӑ питӗ начар, ҫавӑнпа та хӑш-пӗрисем, тен, соцсетьтен тухса каяҫҫӗ. Майк Тайсон каланӑ пек, социаллӑ сетьсем ҫынсене янахран ярса илмесӗр мӑшкӑллама май панӑ. Эпӗ те, тен, соцсетьсене юратмастӑп. Питӗ нумай ултав, агресси, ирсӗр ӗҫсем унта. Анчах унта пирӗн ҫынсем лараҫҫӗ, манӑн та унта пулмалла. Манӑн тӗллев республика пуҫлӑхӗ мӗн туни ҫинчен каласа парасси. Час-часах лайӑх ӗҫсем тӑватпӑр, йӗркеллӗ ӑнлантарса паманран критика илетпӗр. Манӑн идеологи - лайӑх хыпарсене малалла куҫарасси. Акӑ мӗн пулчӗ — Салават Юлаев палăкне урăх вырăна куçараççĕ тесе такам шухӑшласа кӑларчӗ. Влаçăн икĕ талăк тăршшĕ çакă тĕрĕс мар пулнине ăнлантарса пама тиврĕ. Çавăнпа та малашне мĕн пулассине курса тăмалла. Пĕтĕмĕшле илсен, социаллă инженери хатĕрĕ вырăнне социаллă сетьсем юрăхлă шутланаççĕ".
"Башинформ" информацийĕпе.