Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
29 Декабрӗн 2021, 11:10

Пишпÿлекри ЗАГС пайӗн даннăйĕсем тӑрӑх…

Чир-чӗре тата инкек-синкеке пула район ҫыннисем хушшинче вилнисен шучĕ ӳснӗ.

Пишпÿлекри ЗАГС пайӗн даннăйĕсем тӑрӑх…
Пишпÿлекри ЗАГС пайӗн даннăйĕсем тӑрӑх…

 

Пишпÿлекри ЗАГС пайӗн кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, иртнӗ 2021 ҫул, пӗтӗмӗшле илсен, минус паллипе 2020 çулпа пӗрешкел пулнă. 2020 ҫулта районта 164 ача ҫуралнӑ, 2021 ҫулта 134 ача кӑна ҫут тĕнчене килнĕ. Ашшӗ-амӑшӗсем ачисене Семен, Амир, Алина тата Алиса ятсем ытларах хунӑ. 2021 ҫулта ҫурални ҫинчен калакан свидетельствӑсенче сайра та халиччен пулман ятсем те пур — Теона, Клим тата Радэль. Мăшăрланнисен шучĕпе лайăх кăтарту пулнине палӑртма кӑмӑллӑ: 2020 ҫулта мӑшӑрлану 80 пулнӑ пулсан, 2021 ҫулта 85 туй вылянӑ.

Чир-чӗре тата инкек-синкеке пула район ҫыннисем хушшинче вилнисен шучĕ ӳснӗ. 2021 çулта 420 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ, 2020 ҫулта 380 ҫын леш тӗнчене кайнӑ.

Владимир СМОЛОВ.

Сăнÿкерчĕкĕ: архивран.

Пишпÿлекри ЗАГС пайӗн даннăйĕсем тӑрӑх…
Пишпÿлекри ЗАГС пайӗн даннăйĕсем тӑрӑх…
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: