Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
29 Декабрӗн 2021, 09:39

Путин СНГ тӑвассине тӳрре кӑларакан утӑм тенӗ

#владимирпутин

Путин СНГ тӑвассине тӳрре кӑларакан утӑм тенӗ
Путин СНГ тӑвассине тӳрре кӑларакан утӑм тенӗ

#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Никама Пӑхӑнман Патшалӑхсен Пĕрлешĕвне (СНГ) йӗркелесси пирки тӳрре кӑларакан утӑм тесе каланă. Кун ҫинчен вӑл декабрӗн 28-мӗшӗнче Санкт-Петербургра иртекен наци саммитĕнче пӗлтернӗ.
"Иртнӗ ҫулсенче, вунă ҫул хушшинче пирӗн нумай улшӑну пулчӗ. Ҫав вӑхӑтрах ҫакна та палӑртас тетӗп: организаци тӑвасси, паллах, тӳрре тухнӑ. Нумай енпе интеграци тарӑнланса пынӑ", - палӑртнă Путин.
Ҫавӑн пекех Р аҫҫей лидерӗ "СССР вӑхӑтӗнчен сыхланса юлнӑ ҫыхӑнусем пысăк вырăн йышăнаççĕ", ҫав шутра пандемин "йывӑр вӑхӑтне" ирттерме май панине палӑртнӑ.
Президент каланӑ тӑрӑх, Раҫҫей СНГ ҫӗршывӗсемпе ҫыхӑннӑ хутшӑнӑвӗсене малашне те тытса пыма палӑртнӑ.
"Известия" информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ:ТАСС/POOL/Евгений Биятов.

Путин СНГ тӑвассине тӳрре кӑларакан утӑм тенӗ
Путин СНГ тӑвассине тӳрре кӑларакан утӑм тенӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: