Çутă çул
+6 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общество
29 Декабрӗн 2021, 11:20

Радий Хабиров ковидран прививка мĕншĕн туни ҫинчен каласа пачӗ

Уншăн тĕп сăлтав — килти пӗчӗк ачасем сывӑ пулмалла.

Радий Хабиров ковидран прививка мĕншĕн туни ҫинчен каласа пачӗ
Радий Хабиров ковидран прививка мĕншĕн туни ҫинчен каласа пачӗ

Республика пуҫлӑхӗ 2021 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх пысӑк интервью ирттернӗ май ковидран тӑватӑ хут прививка илни ҫинчен каласа пачӗ.

Радий Хабиров каланӑ тӑрӑх, чи малтанах вӑл вакцинаци тума шут тытнă. Уншăн тĕп сăлтав — килти пӗчӗк ачасем сывӑ пулмалла.

Республика пуҫлӑхӗн информацийĕпе, паянхи куна Пушкӑртстанра вакцинацие 2 млн 178 пин ҫын иртнӗ, анчах коллективлӑ иммунитета пурнӑҫлама 2 млн 400-4500 пин ҫынна явӑҫтармаллах тесе палӑртнӑ. Омикрон штамм пирки калас пулсан, хальлӗхе унпа республикăра чирлекенсем ҫук, Раҫҫейре пур, ку вӑл пирӗн пата та "вӗҫсе килет" тени паллӑ.  "Республикӑри ҫынсен пысӑк пайӗ вакцинациленни пире вӑйлӑрах тӑвать", — терӗ Радий Хабиров.

МИХ информацийĕпе.

Радий Хабиров ковидран прививка мĕншĕн туни ҫинчен каласа пачӗ
Радий Хабиров ковидран прививка мĕншĕн туни ҫинчен каласа пачӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: