Çутă çул
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
30 Декабрӗн 2021, 20:29

Ача ҫуралнине е уйрӑлнине халӗ кирек мӗнле ЗАГСра та регистрацилеме пулать

 "Раҫҫей Федерацийӗн уйрӑм саккун акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен" Федераллĕ саккунĕ вӑя кӗрет.  

Ача ҫуралнине е уйрӑлнине халӗ кирек мӗнле ЗАГСра та регистрацилеме пулать
Ача ҫуралнине е уйрӑлнине халӗ кирек мӗнле ЗАГСра та регистрацилеме пулать

Паян "Раҫҫей Федерацийӗн уйрӑм саккун акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен" Федераллĕ саккунĕ вӑя кӗрет.
ПР Патшалӑх Пухăвĕн – Курултайĕн председателӗ Константин Толкачев каланӑ тӑрӑх, саккун граждансен тӑрӑмӗн мӗнпур акчӗсене регистрацилеме май парать. Унччен çынсем мӑшӑрланнӑ чухне çеç пĕр ЗАГСпа кăна çыхăннă: мӑшӑрсем документсене ӑҫта парса тӑмаллине тата мӑшӑрланнине регистрацилессине хӑйсем суйласа илнӗ. Ытти процедурӑсене вара пĕр вырӑнта кăна ирттерме пулнă. Ача çуралсан, ăçта çуралнă çавăнта çеç е ашшӗ-амӑшӗ пурӑнакан вырӑнта çеç регистрациленӗ. Мӑшӑрсем уйрăлнине вĕсем ăçта пĕрлешнĕ çавăнта çеç е мӑшӑрсем пурӑнакан вырӑнта çеç регистраци тунӑ. Ача усрава илессине суд йышӑнӑвӗ тунӑ е усрава илекенсем пурӑнакан вырӑнта çеç регистрациленӗ. Хӑш-пӗр чухне территори чиккисем ҫынсем валли пысӑк йывӑрлӑхсем çыхăннă.
"МГ" информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: Яндекс.Карты

 

Ача ҫуралнине е уйрӑлнине халӗ кирек мӗнле ЗАГСра та регистрацилеме пулать
Ача ҫуралнине е уйрӑлнине халӗ кирек мӗнле ЗАГСра та регистрацилеме пулать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: