Çутă çул
+24 °С
Ҫумӑр
Общество
30 Декабрӗн 2021, 05:47

Владимир Путин йывăр преступленисемшĕн гражданлăхсăр хăварма сĕннĕ

#владимирпутин  

Владимир Путин йывăр преступленисемшĕн гражданлăхсăр хăварма сĕннĕВладимир Путин йывăр преступленисемшĕн гражданлăхсăр хăварма сĕннĕ
Владимир Путин йывăр преступленисемшĕн гражданлăхсăр хăварма сĕннĕ

Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин «О гражданстве Российской Федерации» саккунӗн проектне Патшалӑх Думине пӑхса тухма тăратнӑ, ăна РФ гражданлӑхне патшалӑха хирӗҫ пысӑк преступленисем тунӑшӑн пӑрахăçлама палӑртнӑ.

РБК пӗлтернӗ тӑрӑх, документ ҫумне ӑнлантару ҫырнинче ҫапла каланӑ: "Раҫҫей Федерацийӗн гражданлӑхне пăрахăçлассин сăлтавĕсен шутне йывăр преступленисен переченьне Саккун анлӑлатать. Террористла преступленисемпе пӗрлех, перечене патшалӑха хирӗҫ хӑш-пӗр йывӑр преступленисем, ҫавӑн пекех наркотиксемпе иртӗхмелли хатӗрсене тата психотроплӑ хутӑшсен çаврăнăшĕн сферинчи преступленисене кӗртнӗ".

Саккун проектĕнче гражданлӑх илмелли тӗп требованисене — вырӑс чӗлхине, Раҫҫей историне тата саккунсен никӗсӗсене пӗлни, ҫавӑн пекех Конституцие тытса пыма тата ҫӗршыв хӑрушсӑрлӑхӗшӗн хӑрушлӑх ҫукки ҫинчен — ҫырса кӑтартнă. Ҫав хушӑрах саккун проектӗнче гражданлӑх илнӗ чухне çынсен 20 ытла категори шутне тăратакан требованисене чакарма палӑртнӑ. Сӑмахран, ҫакӑ ӗлӗк СССР гражданӗсемпе вӗсен ачисене, РФ гражданĕсен ҫывӑх хурӑнташӗсене; РСФСР территорийӗнче ҫуралнӑ ҫынсене е 1992 ҫулхи февралӗн 6-мӗшӗччен ҫарта служит тунӑ ҫынсене — ҫав шутра РФ юрисдикцийӗ айӗнчи ытти патшалӑхсен территорийӗнче — тата ытти те.

РФ гражданлӑхне уйрăм условисенче тата йӗркепе кăна илме пулать.  

РБК информацийĕпе.  

Владимир Путин йывăр преступленисемшĕн гражданлăхсăр хăварма сĕннĕ
Владимир Путин йывăр преступленисемшĕн гражданлăхсăр хăварма сĕннĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас