Регионти ОСАГО коэффициенчĕсене анлӑн улӑштарасси ҫинчен калакан РФ Тĕп банкĕн хушăвĕ вӑя кӗнӗ. Унсӑр пуҫне ОСАГО тариф коридорӗн ҫӳлти чикки пĕтĕм ҫӗршывшĕн 10 процента ÿснĕ, 5980 тенкӗ таран. Шӑпах ҫав шутран страховщиксем базовăй тарифа шутлама пултараҫҫӗ.
Ҫӑмӑл автомобильсен тирпейлӗ хуҫисем валли, уйрӑмах аслă ҫулсенчи тата пысӑк стажлисене, тариф коридорне чакма кӑна мар, ҫӳлелле те 10 процент анлӑлатнине пӑхмасӑрах, полис, ҫав шутра, ҫӗнӗ коэффициентсене пула, йӳнелме пултарать.
Харпăр çӑмӑл машина хуçисем валли Тĕп банк тариф чиккисене 2224 тенкӗрен пуҫласа 5980 тенкӗ таран палӑртнӑ. Ӑна кашни водитель валли страховой компанисем лартаҫҫӗ. Тариф ҫине нумай самант витӗм кӳрет: нумай çул пӗр компанире страховат туни, машинан маркипе тӗсӗ, аварине лекни те, ҫул-йӗр правилисене пӑснӑшӑн штрафсен шучӗ пысӑк пулни те. Тариф ҫине витӗм кӳрекен мӗнпур факторсене кашни страховщик хăйĕн сайтӗнче кӑтартса парĕ.
"Башинформ" информацийĕпе.