Кӑрлачӑн 10-мӗшӗнче Пушкӑртстан Правительствинче оперативлӑ канашлура Республика Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров ҫӗнӗ ҫул умӗнхи чугун ҫул инциденчӗ ҫине тимлеттернӗ.
Аса илтеретпӗр, декабрӗн 30-мӗшӗнче "Уфа-Кумертау" маршрутпа пыракан "Орлан" поездри ҫук вагона пассажирсене билетсем сутнă. Регион ертӳҫи ҫак лару-тӑрӑва тишкерме хушнă.
"Ман шутпа, "Орланри" инцидент питех те аван мар пулчӗ. Эсир пирӗн чугун ҫул çинче ӗҫлекенсемпе пулса иртнине сӳтсе явӑр. Унта йӗркесӗрлӗхсене пула билетсем ҫук вагона сутнă, ҫӗнӗ ҫул кунӗнче ҫынсем ура ҫине тӑрса пынă. Пӗр вагонра +25 градус температура, тепринче — нуль, вагона хутса ăшăтман — эпӗ пурне те пӗлетӗп. Ҫак лару-тӑру пирки пĕлсен тӗлӗнсех кайрӑм. Ман шутпа, ҫакӑн пек истори пӗрремӗш хут пулнӑ", - тенӗ Радий Хабиров.
«Башинформ» информацийĕпе.
Санÿкерчĕкĕ: Олег Яровиков.