Çутă çул
+12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
18 Кӑрлач 2022, 09:12

Радий Хабиров антиковид указне улшӑнусем кӗртнӗ

Республикӑра массӑллӑ мӗнпур мероприятие вӑхӑтлӑха пӑрахӑҫланӑ.  

Радий Хабиров антиковид указне улшӑнусем кӗртнӗ
Радий Хабиров антиковид указне улшӑнусем кӗртнӗ

Республикӑра массӑллӑ мӗнпур мероприятие вӑхӑтлӑха пӑрахӑҫланӑ.

Радий Хабиров омикрон-штамм сарӑлас хӑрушлӑх пирки коронавируса хирĕç тăма хатӗр пулни ҫинчен калакан указа каллех улшӑнусем кӗртнӗ. Ҫӗнӗ указ редакцийӗпе килӗшӳллӗн республикӑра вӑхӑтлӑха тата уйрăм приказ пуличчен культурӑпа массӑллӑ тата физкультура мероприятийӗсене, ҫав шутра конкурссене, тӗрӗслевсемпе фестивальсене те ирттерме юрамасть.

Унсӑр пуҫне халӗ Пушкӑртра ӗҫ коллективӗсен пухӑвӗсемпе тӗлпулӑвӗсене ирттерме чарнӑ, енчен те унта 30 ытла ҫын хутшӑнать пулсан, ҫав шутра ӗҫлекенсемпе йыхравланӑ ҫынсем те.

Ҫавӑн пекех патшалӑх тата муниципалитет влаҫӗн ертӳҫисен пурин те граждансене хӑйсен ыйтăвĕсемпе йышăнассине, вӗсем хăйсем килӗшнĕ хушăра, улӑштармалла, чиновниксен канашлӑвӗсене онлайн-режимра ирттермелле.

– Муниципалитетсен администрацийӗн тата правительствӑсен администрацийӗн ҫак кунран пуҫласа канашлӑва ан пухӑр тесе ыйтатӑп. Пурне те онлайн ирттермелле, ресурссем пур ҫакна валли, — тенӗ Хабиров республика правительствинче оперативлӑ канашлу вӑхӑтӗнче.

WWW.UFA.KP.RU: https://www.ufa.kp.ru/online/news/4592715/

Сăнÿкерчĕкĕ: архивран.

Радий Хабиров антиковид указне улшӑнусем кӗртнӗ
Радий Хабиров антиковид указне улшӑнусем кӗртнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: