Çÿллĕ температура аномалийӗ Раҫҫее 2022 ҫулхи февральте кӗтет. Кун ҫинчен Гидрометцентрӑн наука ертӳҫи Роман Вильфанд пӗлтернӗ.
"Атӑлҫи, Урал, Ҫӗпӗр тата Якутин хӗвеланӑҫ пайӗнче температура норми палӑрмаллах ӳсет» тенĕ синоптик РИА Новостине. Ҫӗршывӑн ытти пайӗнче ҫанталӑк нормӑна яхӑн пулмалла.
Ученӑй каланӑ тӑрӑх, "февральти ӑшӑ" ҫанталӑк пӗр евӗрлӗхне пӗлтермест: температура пĕрмай улшăнса тӑрать. Ҫав хушӑрах Томскпа Новосибирск облаҫӗсенче, Алтай крайӗнче, Хакасире тата Тувара, Амур облаҫӗнче тата Приморьере аномаллĕ юр çăвасса прогнозлаҫҫӗ.
Палӑртса хӑварар: Пушкăртстанра февралӗн малтанхи эрнинче сывлӑш температури кӑнтӑрла нуле яхăн, ҫӗрле кăштах чакасси паллă.
«Башинформ» информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: архивран.