Çутă çул
+24 °С
Ҫумӑр
Общество
9 Нарӑсӑн 2022, 11:27

Ситекпуçĕнче гильзӑсем тупнӑ

Вĕсем Граждан вăрçи çулĕсенчисем пулас...

Ситекпуçĕнче гильзӑсем тупнӑСитекпуçĕнче гильзӑсем тупнӑ
Ситекпуçĕнче гильзӑсем тупнӑ

Ҫак кунсенче Ситекпуç ҫыннисем ял тӑрӑхӗнче 1918-1919 ҫулсенчи хаяр вӑрҫӑ вăхăтĕнчи винтовкăсен гильзисенн обоймине тупнӑ.

Пур ҫӑлкуҫсем тӑрӑх, 1919 çулхи ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа Пелепей операцийӗ иртнӗ. Кӑнтӑр ушкӑнӗ ҫак операци вӑхӑтӗнче (йышӗ 23 пин ҫын, 119 оруди) М.В. Фрунзе ертсе пынипе фронтран Пелепейсене çавăрса илсе, шуррисен ушкӑнне ҫапса аркатнă. Ҫав ҫапӑҫусем Ситекпуç ялӗн территорийӗнче те пулса иртнӗ, теççĕ, унта Чапаев дивизийӗ белочехсемпе ҫапӑҫнӑ. Ҫав гильзӑсем — леш ҫапӑҫусенчен юлнă йĕрсем. Гильзӑллӑ темиҫе обоймăна ялти культура çурчӗн этнографи кӗтесне панӑ.

Сăнÿкерчĕкĕ: Ситекпуçĕнчи культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.

Ситекпуçĕнче гильзӑсем тупнӑ
Ситекпуçĕнче гильзӑсем тупнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас