Январӗн 1-мӗшӗнчи даннӑйсене Пушкӑртстанстат илсе кăтартать.
Кӑҫалхи ҫул пуҫламӑшӗнче республикӑра 4 млн 1 пин те 52 ҫын пурӑннӑ. Иртнӗ ҫул тăршшĕнче халӑх шучĕ 12 пин те 734 ҫынна чакнӑ. Ҫав хушӑрах ял ҫыннисем ытларах ҫухатусем тӳснӗ: вӗсем 16 пин те 721 ҫынна сахалланнӑ. Хуласенче, пачах урӑхла, халӑх хутшӑннӑ — 3 пин те 987 ҫын.
Сӑмахран, ҫакӑн пек йышах – 12 пин те 288 ҫын тата 12 пин те 884 ҫын — республика 2018 тата 2019 ҫулсенче ҫухатнă. 2020 ҫулта икӗ хут нумайрах — 24 пин те 365 ҫын.
Сăнÿкерчĕкĕ: архивран.