Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
15 Нарӑсӑн 2022, 09:16

Ратмир Мавлиев: Нефтекамскран Уфана

Уфа администрацине малашне Ратмир Мавлиев ертсе пырĕ. Хальлĕхе вăл çак должность тивĕçĕсене пурнăçлакан шутланать.  

Ратмир Мавлиев: Нефтекамскран Уфана
Ратмир Мавлиев: Нефтекамскран Уфана

Февралӗн 14-мӗшӗнче хула совечӗн депутачӗсем Сергей Грековӑн ирӗклӗ отставкине йышаннă та конкурс пӗтӗмлетӗвӗсене тăвиччен Пушкăртстан Республикин тӗп хулин мэрӗн должноҫĕн тивӗҫӗсене пурнӑҫлаканĕ пулма Ратмир Мавлиева пӗр саслӑн суйланӑ.

Ҫав кунах Нефтекамскри патшалӑх канашӗн депутачӗсем муниципалитет ертӳҫин полномочисене пурнӑҫлама Эльдар Валидова шанса хушнă, (унччен вăл Нефтекамск администрацийӗн пуçлăхĕн пӗрремӗш заместителĕнче ӗҫленӗ), Ратмир Мавлиевăн полномочийӗсене срокчен чарса лартрӗҫ. Кун пирки ПР Правительствин пресс-служби пӗлтерет.

Сергей Греков Пушкӑртстанăн Мускаври Полномочиллӗ представительствине ертсе пырӗ, вăл республика правительствин вице-премьер рангĕнче пулĕ.

 «МГ» информацийĕпе.

Ратмир Мавлиев: Нефтекамскран Уфана
Ратмир Мавлиев: Нефтекамскран Уфана
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: