Луганск тата Донецк республикинчи граждансене гуманитари пулӑшӑвӗ памалли таварсен списокне çирĕплетнĕ.
Гуманитари пулӑшӑвӗ ҫак япаласем пулма пултараççĕ:
− вырӑн хатӗрӗсем — утиялсем, минтерсем, простыньсем,
− сезон тӑрӑх хӗрарӑм тата арçын тумӗ, аялти кӗпе-йӗм, нуски, атӑ-пушмак,
− сезон тăрăх ача-пӑча тумтирӗпе атӑ-пушмакӗ,
— кӑкӑр ачасенчен пуçласа вӑтам тата аслӑраххисенчен,
− чуста апачĕ, − чей, кофе,
− уйрӑм хӳтлӗх хатӗрӗсем,
− ача апачӗ,
- типӗ паексем,
− печени,
− канфет,
- сахӑр,
− ҫӑратнӑ сӗт,
− кӗрпе,
− макарон изделийӗсем,
− консерва,
− хĕллене консервăланă папат,
− шӑл пасти тата шӑл щеткисем,
− шампунь,
− душ валли супӑньпе гельсем,
− алшӑлли,
− ача подгузникӗсем,
− пӗр хутчен усă курмалли тата нумай усă курмалли тӗрлӗ кипкесем,
− ача апачӗ,
− ача-пăча теттисем, кӗнекесем, канцтоварсем, аталантаракан ача-пӑча теттисем,
− туалет хучӗ,
− хӗрарӑмсен гигиени хатӗрӗсем,
− нӳрӗ салфеткӑсем,
− пӗр хут усă курмалли савӑт-сапа — стакансем, турилккесем, кашӑксем,
− кулерсем,
− бутилизациленӗ шыв,
− вырӑн таврашĕ,
− удлинительсем,
− электрочейниксем.
Гуманитари пулӑшӑвӗн мӗнпур предмечĕ пӗтӗмӗшле упаковкӑра, этикеткӑсемпе, апат-ҫимӗҫ продукчӗсем — упрамалли пысăк сроклă, усă курмалли чӑн срокпа ҫӗнни пулмалла.
Гуманитари пулӑшӑвне çак адреспа йышӑнаҫҫӗ: г.Уфа, Цюрупа урамĕ, 17. Ӗҫ йӗрки: тунтикун—эрнекун — 09.00—21.00 сехетчен. Шӑматкун — вырсарникун — 09.00—18.00 сехетчен. Пӗрлӗхлӗ колл-центр общество пулӑшӑвӗн Штабӗн номерĕ — 8 (347) 218-19-19, 8.00 пуҫласа 20.00 сехетчен куллен шăнкăравлама пулать.
«МГ» информацийĕпе.