Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
21 Нарӑсӑн 2022, 15:14

Пушкӑртстана ыран ЛНР тата ДНР икӗ пин беженец килӗ

Иртнӗ шӑматкун республикӑра Луганск тата Донецк республикисенче пурӑнакансене эвакуацилес енӗпе оперативлӑ штаб йӗркеленӗ.  

Пушкӑртстана ыран ЛНР тата ДНР икӗ пин беженец килӗ
Пушкӑртстана ыран ЛНР тата ДНР икӗ пин беженец килӗ

Паян, февралӗн 21-мӗшӗнче, Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров оперативлӑ канашлура республикӑна ыран, февралӗн 22-мӗшӗнче, Луганск тата Донецк халӑх республикисенчен икӗ пин беженец килесси ҫинчен пӗлтернӗ.

Регион ертӳҫи Пушкăртстанра вырнаҫтармалли мобильнӑй пунктсем хатӗр пулнине палӑртрӗ. Вӑл муниципалитетсен пуҫлӑхӗсене хӗрарӑмсемпе ачасене йышӑнма пунктсем хатӗррине хӑйсене кайса  тӗрӗслеме хушрӗ.

Сывлӑх сыхлавӗ министерствипе Роспотребнадзор вырнаҫтармалли мобильлӗ вырӑнсенче эпидеми лару-тăрăвĕшĕн явап тытӗҫ, килнисене "ковид" пуррипе çуккине тӗрӗслӗҫ.

Аса илтеретпӗр, иртнӗ шӑматкун республикӑра Луганск тата Донецк республикисенче пурӑнакансене эвакуацилес енӗпе оперативлӑ штаб йӗркеленӗ.

МИХ информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: уçă çăлкуçсенчен.  

Пушкӑртстана ыран ЛНР тата ДНР икӗ пин беженец килӗ
Пушкӑртстана ыран ЛНР тата ДНР икӗ пин беженец килӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: