+24 °С
Ҫумӑр


Паян Пишпÿлекри Ҫӗнтерӳ паркӗнче Тӑван çӗршыва хӳтӗлекен кунне халалланӑ чаплӑ митинг пулчӗ. Мероприятие хутшӑнакансем Ӗмӗрхи вут умне чечек кӑшӑлӗсемпе чечексем хунӑ, ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне вилнисене асӑнса чысланӑ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Артур Зарипов пухӑннисене çывхаракан уяв ячӗпе саламларӗ те пӗтӗм тӗнчене тăнăçлăхпа ырӑ сунчӗ.
Ҫавӑн пекех Артур Зарипов Пишпӳлек районне нумаях пулмасть ҫар службинчен таврӑннӑ Иннокентий Федотова "Отличие в учениях" медаль панӑ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: https://vk.com/officialbiz?z=photo-172931042_457243457%2Fwall-172931042_4800