Çутă çул
+12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
23 Нарӑсӑн 2022, 20:59

ДНР тата ЛНР ҫыннисем валли кану базинче вырăнсем хатӗрленӗ

Пушкӑртстан территорийӗнче пурӗ ЛНР тата ДНР ҫыннисене вӑхӑтлӑх вырнаҫтармалли 25 пункт йӗркеленӗ.

Аса илтеретпӗр, Пушкӑртстан Луганск тата Донецк халӑх республикисенчен куҫса килнӗ ҫынсене йышӑнма вӑхӑтлӑх вырӑнсем хатӗрлет. Ҫавӑн пек вырăнсенчен пӗри - Уфари "Связист" ача-пӑча санаторипе сывлӑха ҫирӗплетекен лагерьти кану бази, унта 250 ҫынна вырнаҫтарма палӑртнӑ. Журналистсен информацийӗпе, кунта хӑтлӑ пурӑнма кирли пурте пур. Кашни пӳлӗмре бутилизациленӗ шыв, холодильник, телевизор тата санузел пур.
Пушкӑртстан территорийӗнче пурӗ ЛНР тата ДНР ҫыннисене вӑхӑтлӑх вырнаҫтармалли 25 пункт йӗркеленӗ.
"МГ" информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: «Башинформ» ИА.

ДНР тата ЛНР ҫыннисем валли  кану базинче вырăнсем хатӗрленӗ
ДНР тата ЛНР ҫыннисем валли кану базинче вырăнсем хатӗрленӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: