Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
24 Нарӑсӑн 2022, 08:51

Артур Зарипов: «Пӗтӗм техника ирхи 4 сехетрен юр тасатать»

Ҫулсене пурне те тасатса пӗтерӗҫ. Анчах вӑхӑт кирлӗ.

Артур Зарипов: «Пӗтӗм техника ирхи 4 сехетрен юр тасатать»
Артур Зарипов: «Пӗтӗм техника ирхи 4 сехетрен юр тасатать»

Ҫӗр каҫиччен юр виҫесӗр нумай ӳкрӗ.

— Пӗтӗм техника ирхи 4 сехетрен юр тасатать. Чи малтанах тӗп ҫулсене — Уфа, Пелепей енне каяканнисене шӑтарса тухӗҫ. Унтан халӑх пурӑнакан вырӑнсене çитиччен. Кайран ҫеҫ ялсенче, тӑкӑрлӑксенче тата çÿреме йывăр вырӑнсенче. Ҫӑхав нумай пуласса пӗлетӗп. Чӑтас пулать. Кирлӗ мар ҫӗртенех çула тухса каймасса ыйтатӑп. Пӗтӗм техника ӗҫре. Ҫулсене пурне те тасатса пӗтерӗҫ. Анчах вӑхӑт кирлӗ. Трактористсем иртенпех ӗҫлеҫҫӗ.

Ӗҫе кайнӑ ункай Пишпÿлек урамӗсенче техника мӗнле ӗҫленине ӳкертĕм.

Пурне те лайӑх кун сунатăп! — ирех çырать социаллă сетьре район администраци пуçлăхĕ Артур Зарипов.

Артур Зарипов: «Пӗтӗм техника ирхи 4 сехетрен юр тасатать»
Артур Зарипов: «Пӗтӗм техника ирхи 4 сехетрен юр тасатать»
Артур Зарипов: «Пӗтӗм техника ирхи 4 сехетрен юр тасатать»
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: