Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
4 Мартӑн 2022, 16:26

2021 çулхи ĕçе пĕтĕмлетрĕç

Пишпÿлек район Совечĕн отчетлӑ сессийӗ иртрӗ.  

2021 çулхи ĕçе пĕтĕмлетрĕç
2021 çулхи ĕçе пĕтĕмлетрĕç

Пишпÿлек район Совечĕн отчетлӑ сессийӗ иртрӗ.

Ҫулленхи йӑлана кӗнӗ мероприятие хутшӑнакансем Канаш депутачӗсем, учрежденисемпе предприятисен ертӳҫисем, прокуратура, право сыхлавӗн органӗсемпе общество организацийӗсен представителӗсем пулса тӑчӗҫ.

Район Совечӗн председателӗ Юрий Павлов тата район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Артур Зарипов докладсемпе тухса калаҫрӗҫ. Хӑйсен доклачӗсенче вӗсем районти лару-тӑру ҫинчен, ҫитес ҫулсенчи лару-тӑру тата плансем ҫинчен каласа пачӗҫ. Унсӑр пуҫне пухӑннисем умӗнче Пушкӑртстанри "Çул-йӗр хуҫалӑхӗн управленийӗ" ГК ертӳҫи Артем Шамхалов тухса калаҫрӗ. Сессин пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх депутатсем тӗп докладчиксен доклачӗсене йышӑнчĕç, информацие ӗҫе илчĕç.

Артем Шамхалов тата Артур Зарипов чылай ĕçченсене Хисеп грамотисемпе наградăларĕç.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Олег ЛЕОНТЬЕВ.

2021 çулхи ĕçе пĕтĕмлетрĕç
2021 çулхи ĕçе пĕтĕмлетрĕç
2021 çулхи ĕçе пĕтĕмлетрĕç
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: