Çутă çул
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
5 Мартӑн 2022, 13:39

Игорь Нурмухаметов: «Ку вăл вăхăт ыйтакан мера»

Пушкӑртстанри ДОСААФ уйрӑмӗн председателӗ Донбасри лару-тӑру ҫинчен каласа пачӗ.  

Игорь Нурмухаметов: «Ку вăл вăхăт ыйтакан мера»
Игорь Нурмухаметов: «Ку вăл вăхăт ыйтакан мера»

Пушкӑртстанри ДОСААФ уйрӑмӗн председателӗ Донбасри лару-тӑру ҫинчен каласа пачӗ.

Конфликта малалла тăсасси чи малтан АПШна кирлĕ, Раҫҫей ДОСААФĕн ертӳҫи БСТ телеканалне интервью панă чух палӑртнӑ.

— Ӗненетӗп, истори тӗлӗшӗнчен те ҫапла пулса тухнӑ: йывӑр вӑхӑтра Раҫҫей халӑхӗсем хӑйсен лидерӗ, аслӑ главнокомандующийӗ тавра пӗрлешеҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра ку Владимир Путин. Вӑл Раҫҫей ӗҫ-хӗлӗпе лару-тӑрӑвне, граждансемшӗн социаллӑ пулӑшу тата программӑсем енӗпе Тӑван çӗршыва чунтан парӑннине ҫирӗплетсе пачӗ. Хальхи вӑхӑтра Раҫҫей гражданӗсен Тӑван çӗршыва сыхлас енӗпе лартнӑ задачӑна пурнӑҫласа пыракан аслӑ главнокомандующийӗн, Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсен, ачасен пурнӑҫӗпе сывлӑхне хакласа пурнӑҫлакан аслӑ пуҫлӑхӗн пулӑшмалла. Эпир "Zа " ҫирӗппӗн калама хӑрамастпӑр, — тет Пушкăрт ДОСААФ уйрӑмӗн ертӳҫи.

 Ҫавӑн пекех Игорь Нурмухаметов палӑртнӑ тӑрӑх, спецопераци пуҫланнӑ хыҫҫӑн Раҫҫейре пурӑнакансем пурте икӗ туйӑмпа тӗл пулнӑ: пире ку кирлӗ-и, ҫук-и. Мӗн пулса иртнине тӗрӗслесе тарăн шухăшласа тухнӑ хыҫҫӑн халӑхӑн чылай пайӗ ҫакна тума кирлине, урӑхла каласан, эпир шухӑшласа хунӑ тата патшалӑх пуҫӗн тивӗҫлĕ йышӑнӑвне, кирлĕ, вăхăт ыйтакан решени тесе пӗтӗмлетӳ тунӑ.

МИХ информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: стопкадр.

Игорь Нурмухаметов: «Ку вăл вăхăт ыйтакан мера»
Игорь Нурмухаметов: «Ку вăл вăхăт ыйтакан мера»
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: