Çутă çул
+2 °С
Юр
Пур хыпар та
Общество
5 Мартӑн 2022, 13:57

Срокĕ тухна мӗнпур апат-ҫимӗҫе сутлăхран илнĕ

Пишпÿлекри темиҫе лавккара "Халӑх тӗрӗслевӗн" хастарӗсем продуктсене упрамалли правилӑсене пӑхăннине тĕрĕсленĕ.  

Срокĕ тухна мӗнпур апат-ҫимӗҫе сутлăхран илнĕ
Срокĕ тухна мӗнпур апат-ҫимӗҫе сутлăхран илнĕ

Пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче "Халӑх тӗрӗслевӗ" проекта пурнӑҫланӑ шайра хастарсем "Пятерочка", "Монетка", "Тэра" гипермаркета мониторинг ирттерчӗҫ. Рейд вӑхӑтӗнче продукцие упрамалли вӑхӑтсенче пулӑ пайӗнче, ача апатланӑвӗн пайӗнче, сӗт-ҫу продукцийӗн, аш-какайӑн, ҫӑмарта упрамалли пайра пӑснине тупса палӑртнӑ. Мониторинг "Единая Россия" партин вырӑнти уйрӑмӗн ӗҫ тӑвакан секретарӗ Алена Семенова, "Ҫамрӑк Гварди Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей" партин активисчӗ Галина Кудряшева,  район администрацинчи инвестици, экономика тата предпринимательлӗх пайӗн тӗп специалисчӗ Ирина Данилова хутшӑннӑ.
Суту-илӳ организацийӗсен хастарӗсем хушнипе усӑ курма юрӑхсӑр таварсене сутлăхран илнĕ. Лавккасен администрацисене апат-ҫимӗҫ упрамалли санитарипе гигиена требованийӗсене пӑхӑнмаллине аса илтернӗ.
Халӑх тӗрӗслевҫисем палӑртнӑ тӑрӑх, рейдсен пӗтӗмӗшле пӗтӗмлетӗвӗсем ҫначар мар тесе хаклама пулать, мӗншӗн тесен кирлӗ апат-ҫимӗҫ кашни супермаркетра пур, хакӗсем вара май килнӗ таран тивӗҫлӗ.
"Единая Россия" вырӑнти уйрӑмӑн ӗҫ тӑвакан секретарӗ Алена Геннадьевна каланӑ тӑрӑх, "просрочкăран" сыхланмалли чи ансат меслет — тимлӗх.
— Чи малтан, упаковка ҫине хӑҫан кăларнине пăхмалла. Кирлӗ информаци тупӑннӑ е вуламан пулсан, сывлӑха хӑрушсӑрлатас мар тесе ҫавӑн пек япала туянассинчен сыхланни лайӑхрах. Май килнӗ таран унашкал продукци туянма та кирлӗ мар, — палӑртрӗ вӑл.
Ҫавӑн пекех Алена Семенова туянакан енчен мӗн тумаллине аса илтерчӗ - "просрочка" тупсан магазин администрацийӗнчен пулăшу ыйтмалла. Тавар сутмалли  срокĕ пӗрлех каялла чӗнсе илӳ кӗнекинче жалоба ҫырмалла — ҫакӑ тӗрӗслев ирттермелли сӑлтав пулӗ.
Ҫитес вӑхӑтра апат-ҫимӗҫ упрамалли тата сутмалли правилӑсене пурне те пӑхӑннине тӗрӗслес тӗллевпе ҫӗнӗ тата маларах тӗрӗсленӗ лавккасенче тепӗр хут мониторинг иртӗ.
Карина ПАВЛОВА.
Автор сӑнӳкерчӗкӗ.

Срокĕ тухна мӗнпур апат-ҫимӗҫе сутлăхран илнĕ
Срокĕ тухна мӗнпур апат-ҫимӗҫе сутлăхран илнĕ
Срокĕ тухна мӗнпур апат-ҫимӗҫе сутлăхран илнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: