Çутă çул
+12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
9 Мартӑн 2022, 09:26

Пушкӑртстанран гуманитари тиевӗ вырӑна ҫитрӗ

Тĕплĕнрех сайтра вулăр.

Пушкӑртстанран гуманитари тиевӗ вырӑна ҫитрӗ
Пушкӑртстанран гуманитари тиевӗ вырӑна ҫитрӗ

Пушкӑртстанран Красный Луч хулинче пурăнакансем валли гуманитари грузĕ палӑртнӑ вырӑна ҫитнӗ, пӗлтернӗ колоннăпа пӗрле кайнă Пушкăрт правительствин аппарачӗн ертӳҫи Азамат Абдрахманов.

Шӑп ҫак халăх пурăнакан вырăн ҫывӑхӗнче Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенче нимӗҫсене хирĕç 112 башкавдивизи çапăçнă. Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗн Радий Хабировăн пуҫарӑвӗпе адреслӑ гуманитари пулӑшӑвне шӑпах ҫакӑнта янӑ.

Пушкӑртстан делегацийӗ груза пушатнă хыççăн Шаймуратов генерал вилнӗ вырӑна кайса тӑванла вилтӑпри патне чечексем хума палӑртать. Красный Луч хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Рыбальченко республикӑра пурӑнакансене тата Хабирова пулӑшу панӑшӑн хӑй тав турӗ.

Маларах Пушкӑртстанри гуманитари грузӗсем ДНР тата ЛНР территорине ҫитеҫҫӗ тесе пӗлтернӗччĕ.

https://resbash.ru/news  

Пушкӑртстанран гуманитари тиевӗ вырӑна ҫитрӗ
Пушкӑртстанран гуманитари тиевӗ вырӑна ҫитрӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: