Пишпÿлекри Центральная урамри юр йывӑрӑшне пула ишĕлсе аннă нумай хваттерлӗ ҫурт тӑррин проблемине пӗтӗм тӗнчепе татса параҫҫӗ
Районти халӑх пурӑнакан мĕнпур вырӑнсенче пурӑнакан ҫынсем хӗл каҫиччен ҫулсене, картиш территорийӗсене, ҫурт тӑррисене юр ҫунӑ хыҫҫӑн тасатас йывӑрлӑха пӗрре мар туйрĕç. Пишпÿлекри Центральная урамри нумай хваттерлӗ пурӑнмалли ҫурт тӑрри кӑҫалхи февраль вӗҫӗнче ишӗлсе анни ӗнентерӳллӗ тӗслӗх пулса тӑчĕ. Ҫак чрезвычайлӑ лару-тӑрӑва (телее, инкек курнисем пулман, электропроводсенче кӗске замыкание пула ҫунман) район администрацийӗн пуҫлӑхӗн строительство тата ЖКХ ыйтӑвӗсемпе ĕçлекен ҫумӗ Алексей Иванович Никитин ăнлантарса пачĕ.
— Нумай хваттерлӗ ҫуртсен тӳрремӗн управленине райцентрти пӳлӗмсен хуҫисем шутланакан ҫынсем хӑйсемех пурнӑҫлаҫҫӗ, — тет Алексей Иванович. — Урӑхла каласан, вӗсем хӑйсем ҫав ҫуртсене пӑхса тӑраҫҫӗ. Анчах кун пек чухне вӗсен, харпӑрлӑх хуҫисен, ҫак ӗҫе пурнӑҫлакан ҫынсемпе е организацисемпе пӗрле юсав ӗҫӗсен калăпăшне тата пурнӑҫласси ҫинчен калакан договор тумалла. Пӗлтӗр те, кӑҫалхи январьте те нумай хваттерлӗ ҫуртсенчи аслисене йыхравласа управдомсен пухӑвӗ иртнӗ, унта харпӑрлӑх хуҫисен пурлӑхне тытса тӑрас енӗпе ыйтусене сӳтсе явнӑччӗ. Анчах та ҫуртсене пӑхса тӑмалли договора никам туман. Акӑ сире кăтартăвĕ те: Центральная урамри 8-мĕш ҫурт тӑрринче юр пухӑннӑ, ăна никам та тасатман, ку пӳрт тӑрри юр йывӑрӑшне чӑтаймасӑр ишелсе аннă, паллах, ҫынсен сӳрӗклӗхне пула, ишӗлсе аничченех никама та пӑшӑрхантарман.
Алексей Никитин ҫак саманта мӗнле васкавлӑ мерӑсем йышӑнни, мĕнле ĕçсем туни çинчен те каласа пачӗ. Ҫурт-йӗре тӗпрен юсас енӗпе регионти операторпа «Некоммерческая организация Фонд «Региональный оператор капитального ремонта общего имущества в многоквартирных домах, расположенных на территории РБ», ҫавӑн пекех муниципаллă район администрацийӗпе ҫурт-йӗр юсавӗн графикне улӑштарма сӗннӗ. Пӳрт тӑррисене тӗпрен юсамалли планпа 2023 ҫулта Пишпÿлекри Центральная урамӗнчи 65-мĕш çурта юсамалла пулнă. Граждансен пухӑвӗнче черете 8-мĕш ҫурт тӑррине тӗпрен юсама сӗннӗ.
— Район хаҫачӗ урлӑ инкеке ӑнланакан 65-мĕш ҫуртра пурӑнакан ҫынсене тав тӑвас тетӗп, — тет Алексей Иванович. — Мĕншĕн тесен, вӗсем хӑйсен ирӗкӗпе хӑйсен черетне панӑ. Тӳррипех калас пулать, хӑш-пӗр ҫуртсенче пурӑнакансен регионти оператор умӗнче пысӑк парăм палӑрать. Сӑмахран, Центральная урамри 14-мĕш ҫуртра пурӑнакан ҫынсен парăмĕ 300 пин тенкӗ шутланать. Витӗмлӗ ыйту вӑл — парӑма тӳлесе татасси. ПР ЖКХ министерстви ҫурт-йӗре тӗпрен юсасси ҫинчен приказ кӑларнӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра юсав ӗҫӗсем туса кӑларакан подрядчик палӑртассипе конкурс процедури пуласса кӗтеҫҫӗ.
Владимир СМОЛОВ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Александр Семенов.
Тĕплĕнрех «Светлый путь» хаçатра вулăр.