Çутă çул
+12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
17 Мартӑн 2022, 09:33

Уфана ЛНР ачисем килсе çитнĕ

ЛНР ачисем валли тулли программа хатӗрленӗ.

Уфана ЛНР ачисем килсе çитнĕ
Уфана ЛНР ачисем килсе çитнĕ

Луганск халӑх республикинчи Петровский хулинчен вӑтӑр ача Пушкӑртстана ĕнер каҫ килнӗ, çакăн пирки регион пуҫлӑхӗ Радий Хабиров соцсетьсенчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.

Раҫҫей Геройĕ Минигали Шаймуратов ячӗллӗ 22-мĕш шкулӗнче вӗренекенсем республикăри пӗр санаторире канӗҫ.

"Сакӑр ҫул ӗнтӗ ҫак ачасем пӑшал пенине илтсе, курса пурӑнаҫҫӗ, вӗсен ачалӑхӗ йӗркеллӗ пулман. Вӗсенчен нумайӑшӗ ӑнланса илнӗ ҫулсенчи лӑпкӑ та мирлӗ пурнӑҫа пӗрремӗш хут кураҫҫӗ. Вӗсенчен чи асли — 17 ҫулта, чи кӗҫӗнни — 10 çулта кӑна, вӑрҫӑ пуҫланнă вăхăтра вӑл иккӗре ҫеҫ пулнӑ... Донбасра ҫапӑҫу ӗҫӗсем пынӑ вӑхӑт тăршшĕпе Петровскинче педиатр ҫук, ҫавӑнпа санаторире ачасем хӑйсен сывлӑхне тӳрлетессе шанатпӑр", — палӑртрӗ Радий Хабиров.

ЛНР ачисем валли тулли программа хатӗрленӗ. Ҫакӑ вӗсене хӑйсен килӗнче пулса иртекен инкекрен пӑрса яма пултарать, палӑртнӑ регион ертӳҫи.

https://resbash.ru/news/obshchestvo

Сăнÿкерчĕкĕ: Радий Хабиров ВК.

 

Уфана ЛНР ачисем килсе çитнĕ
Уфана ЛНР ачисем килсе çитнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: