Пур хыпар та
Общество
18 Мартӑн , 12:00

Пушкӑртстанра тупса палӑртнӑ 90 процент ытла суя укçа пилӗк пинлӗх купюра шутланать

Суя укҫа сирӗн енчӗке ан лектӗр тесен, банкнот чӑн-чӑн пулнине кӑтартакан виҫӗ палла тӗрӗслемелле.

Пушкӑртстанра тупса палӑртнӑ 90 процент ытла суя укçа пилӗк пинлӗх купюра шутланать
Пушкӑртстанра тупса палӑртнӑ 90 процент ытла суя укçа пилӗк пинлӗх купюра шутланать


2021 ҫулта Пушкӑртстан банк сферинче Раҫҫей Банкӗн 622 суя банкнотне тупнӑ. Тупса палӑртнӑ суя укçа хушшинче ытларах пилӗк пинлĕх купюрăсем - 578. Ҫавӑн пекех саккунсӑр ҫаврӑнӑшран 18 банкнот 1000 тенкӗлех, 14 – 100 тенкӗлĕх, ҫичĕ – 2000 тенкӗлĕх, пилӗк – 500 тенкӗлĕх туртса илнӗ.
"Суя укҫа сирӗн енчӗке ан лектӗр тесен, банкнот чӑн-чӑн пулнине кӑтартакан виҫӗ палла тӗрӗслемелле. Вӗсене çутă ҫинче те, хыпашласа та, тайлӑкпа та пӗлме пулать", - канаш панă Пушкăртстанăн Наци банкĕнче.
Раҫҫей Банкӗ ачисем валли "Космос детективӗ: ҫичӗ банкнота вӑрттӑнлӑхӗ" вӑйă туса хатӗрленӗ - кӑмӑллӑ формӑпа вӑл суя укçасене уйӑрса илме вӗренме пулӑшӗ.
"Башинформ" информацийĕпе.

Пушкӑртстанра тупса палӑртнӑ 90 процент ытла суя укçа пилӗк пинлӗх купюра шутланать
Пушкӑртстанра тупса палӑртнӑ 90 процент ытла суя укçа пилӗк пинлӗх купюра шутланать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас в