Çутă çул
+4 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
18 Мартӑн 2022, 10:24

Раççей Правительстви Ту-214 самолетсене граждан авиацине валли тăвассине пăхса тухать

Çак самолета санкцисем вăхăтӗнче граждан авиацийӗ валли резерв варианчӗ пек кăларасшăн.

Раççей Правительстви Ту-214 самолетсене граждан авиацине валли тăвассине пăхса тухать
Раççей Правительстви Ту-214 самолетсене граждан авиацине валли тăвассине пăхса тухать

Çак самолета санкцисем вăхăтӗнче граждан авиацийӗ валли резерв варианчӗ пек кăларасшăн, тесе пӗлтернӗ Правительство Председателӗн çумӗ Юрий Борисов.

«Паянхи кун вӗсене ятарлă заказчиксем валли пӗчӗк серисемпе туса кăлараççӗ. Транспорт блокӗнчи ӗçтешсемпе пӗрле эпир самолетсен кирлӗлӗхне тата малтан мӗн тумаллине анализ тăватпăр. Ун тăрăх, тен эпир çак резерва та хута ярăпăр», - тесе палăртнă вице-премьер. Вăл пӗлтернӗ тăрăх, авиапромăн граждан сегментӗнчи лару-тăру патшалăх оборона заказӗпе танлаштарсан, йывăртарах. Юрий Борисов аса илтернӗ тăрăх, çакнашкал проектсене çӗршывсем хушшинчи анлă кооперацине шута илсе пуçарнă пулнă. Юлашки темиçе çул хушшинче авиапром импорта ылмаштарас программăсене хута янă.

http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/raccey-pravitelstvi-tu-214-samoletsene-grazhdan-aviatsine-valli-tavassine-pakhsa-tukhat

Раççей Правительстви Ту-214 самолетсене граждан авиацине валли тăвассине пăхса тухать
Раççей Правительстви Ту-214 самолетсене граждан авиацине валли тăвассине пăхса тухать
Автор:
Читайте нас: