Донецк больници специализациленӗ амбулаторипе стационар пулӑшӑвӗ памалли чи пысӑк учреждени шутланать. Унӑн йышне икӗ поликлиника тата диагностика центрӗ кӗреҫҫӗ.
Мартăн 20-мӗшӗнче Донбасра ӗҫлĕ çулçÿревре пулнă вӑхӑтра Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Донецкри клиника территорири медицина пӗрлешӗвӗн (ДоКТМО) пулнӑ. Унта ытти специалистсен шутӗнче Пушкӑртстанри доброволецсем те ӗҫлеҫҫӗ.
Донецк тата Луганск халӑх республикисенче Пушкăртстанран пӗтӗмпе 10 врач тата виҫӗ медсестра вӑй хурать. Хӑйсен ӗҫтешӗсене чирлӗ тата аманнӑ боецсене сиплеме пулӑшас тесе вӗсем пурте доброволецсем пулса килнӗ.
Пушкӑртстан тухтӑрӗсене, Радий Хабиров каланӑ тӑрӑх, сӳрӗк кăмăллă пулманшăн, граждан позицийӗшӗн тата Донбасс ӗҫтешӗсене пысӑк пулӑшу панӑшӑн тав тума тивӗҫлӗ. Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ ДНР Пуçлăхне Денис Владимирович Пушилина, эпир сирӗн пата хавхалантарма пырас вӑхӑт ҫитесси пирки каланине палӑртрӗ. Паян эпир Донецка пысӑк делегаципе ҫитрӗмӗр. Пирӗн экономика, ял хуҫалӑх, наукӑпа техника тата вӗренӳ тĕлĕшпе пӗрлехи плансем пысӑк.
Донецк медуниверситечӗн ректорӗ Григорий Игнатенко каланӑ тӑрӑх, сакӑр ҫул хушши эпир Раҫҫейри туссемпе тӑвансем пулӑшнине туятпӑр. Ҫавна пула кӑна Донбасс тӑванла вилтӑпри пулса тӑман.
«МГ» информацийĕпе.