Çутă çул
+10 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
22 Мартӑн 2022, 14:05

Ялхуçалăх ярмăркки шеп иртрĕ

Тавар илекенсем ялхуҫалăх продукцийӗ ытлӑ-ҫитлӗ пулнипе кӑмӑллӑ юлчӗҫ.  

Ялхуçалăх ярмăркки шеп иртрĕ
Ялхуçалăх ярмăркки шеп иртрĕ

Тавар илекенсем ялхуҫалăх продукцийӗ ытлӑ-ҫитлӗ пулнипе кӑмӑллӑ юлчӗҫ.

Иртнĕ шӑматкун Пишпÿлекри тĕп площадьре Культура керменӗн динамикӗсенчен юхакан кӗввипе тулчĕ, иртен пуҫласа ҫынсем тата автотранспортпа килсе тулчĕç. Пӗтӗм ял хуҫалӑх продукцине сутӑн илекенсем асамҫӑ пек туянса пĕтерчĕç. Ситекпуçсем тырӑ фуражӗ, "АФ Родник" ООО — михӗшӗн 900 тенкӗпе урпа, "Дема" ООО — килограмне 380—450 тенкĕпе ӗне ашӗ сӗнчĕç. "Урожай" ООО тулӑ (1600 тенкӗпе) тата сӗлӗ (1200 тенкӗпе) сутнӑ. "Нива" ОООран рулонсемпе утӑ турттарса килнӗ (700 тенкӗпе). "Переработка" ООО ыраш, сӗлӗ тата дробленка сĕнчĕç. Пыл, ҫу, ÿсентаран ҫӑвӗ, сурăх ашӗпе тырă фуражĕ пысăках мар хакпа "Усак-Кичу" СПК ӗҫченӗсем сутатчӗҫ. Ҫавӑн пекех Хафизов Р.М. фермер хуçалăхĕ сӗт-ҫу продукцийӗ илсе килнӗ. КФХ Вардикян М.Г. пысӑк КАМАЗпа ҫӑнӑх, сахӑр тата выльăх апачĕ илсе килнӗ, СПоК «Бижбулякский комбикорм» комбикорм миххисене тултарса килнӗ. «Бижбулякские яства» СПоК аш-какай тата ҫурма фабрикат сӗнчӗ. Районти вӑрлӑх инспекцийӗ чечек тата пахча-ҫимӗҫ вӑрлӑхне хастар сутатчӗ.

Ялхуҫалӑх ярмарки яланхи йӗркепе иртрӗ. Пишпӳлек районӗнче пурӑнакансен хушшинче нимӗнле ажиотаж та, паника та ҫуккине кӑтартса пачĕ. Кирек мӗнле экономика санкцийӗсене те тӑван ҫӗршыв ял хуҫалӑх таварне туса кӑларакансене вӑйлӑрах кӑна тӑвӗҫ.

Владимир СМОЛОВ.

Сăнÿкерчĕкĕ: Владимир СМОЛОВ.

Тĕплĕнрех «Светлый путь» хаçатра вулăр.

 

Ялхуçалăх ярмăркки шеп иртрĕ
Ялхуçалăх ярмăркки шеп иртрĕ
Ялхуçалăх ярмăркки шеп иртрĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: