Федераци антимонопольлĕ служби хут хакӗсен ӳсӗмӗн тÿрре тухмалли сăлтавсем пулнине тӗрӗслет. Ведомство пысӑк производительсенчен ыйтса янӑ ӗнтӗ, пӗлтерет «Российская газета».
Ведомство пресс-службинче палӑртнӑ тӑрӑх, тӗрӗслев потребительсенчен ҫӑхавсен йышӗ ӳссен пуҫланнă.
"Антимонопольлĕ саккунӗсене пӑснисене тупса палӑртсан тата уйрӑм сутуҫӑсем экономика тӗлӗшӗнчен сӑлтавсӑр хаксене пысăклатнине тупса палӑртсан ведомство ҫийӗнчех реакци мерисене йышӑнать", — хушса хунӑ антимонопольлĕ ведомствăра.
Хаксен ӳсӗмӗ тата офис хутне ытларах ыйтасси пысӑклатнин сăлтавĕ Раҫҫейре европеецсен проставкисене чарса лартнӑ хыҫҫӑн регионсенче шурӑ хутпа химикатсене тăратма чарăннăран (сӑмахран, шурӑ целлюза туса кӑларма кирлӗ натрий хлоратне) пулнине асӑрханӑ.
«Башинформ» информацийĕпе.