+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Гидрометцентр пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес кунсенче регионта ҫанталӑк пӑсӑлать.
Тунтикун, мартӑн 28-мӗшӗнче ҫӗрле юрлă çумăр ҫуса иртет. Кӑнтӑрла йӗпе юр, проводсемпе йывӑҫсем ҫине юр ҫыпçăнса тулать, ҫул ҫинче юр кĕрчĕсем, пăрлак, юр. Кӑнтӑр енчен кассӑн-кассӑн ҫил вӗрет. Ҫӗрле -1, -6°, кӑнтӑрла +3°С пулать.
Пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ҫӗрле юрпа çумăр чакать, кӑнтӑрла каллех йӗпе юр каять, хӑшпӗр районсенче пăрлак, ҫил-тӑман, ҫулсем ҫинче юр капланӑвӗ, кассӑн-кассӑн ҫил алхасать. Каҫхи температура -7, -12 таранах анса ларать, кӑнтӑрла -3, +2°. Çитес эрнере çумăр çăвать.
«МГ» информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: Иван ГРИГОРЬЕВ.