Санкцисене пула чек лентти тăратассипе йывӑрлӑхсем ҫинчен МИХ пӗлтернĕччĕ.
"Поставщиксем шантарнӑ тӑрӑх, кассӑ лентисен дефицичĕ çук. Ҫав хушӑрах унӑн хакӗ палӑрмаллах ӳсни палӑрать", — ӑнлантарнӑ ПР УФНСче.
Предпринимательсем чек ленти ҫинче перекетлеме пултараҫҫӗ: саккун чека электронлӑ майпа туянакана парассине те пăхса хăварать. Ку ӗҫе туянакан килӗшнипе тӑваҫҫӗ, ҫав хушӑрах чека ӑҫта ямалли çын хӑйӗн телефон номерне е электронлӑ почта адресне пӗлтермелле. Ку вариантпа туянакан килӗшмест пулсан ӑна хут чек параҫҫӗ.
Ҫавӑн пекех потребительсем «Мои чеки онлайн» тата «Проверка чеков» кӗсье (мобильлĕ) приложенисемпе усӑ курма пултараҫҫӗ, унта электронлӑ чексем пурте аккумуляциленеҫҫӗ. Ҫакӑн валли кассира персональлĕ QR-кодне смартфон экранӗ ҫинче кăтартмалла, палӑртнă УФНСра.
https://resbash.ru/news/obshchestvo