Ака уйăхĕ илсе килекен улшăнусем. Кӗтменлӗх ан пултӑр тесен, мӗне хатӗр пулмалла...?
Социаллӑ пенсисене 8,6% индексацилеҫҫӗ. Сусӑр ҫынсен, ашшӗсӗр е амӑшӗсӗр тӑрса юлнӑ ачасен, тивӗҫлӗ канӑва тухнисен пенсисем ӳсеҫҫӗ.
Ачасем валли ҫӗнӗ пособи хутшăнать. Сахал тупӑшлӑ ҫемьесенчи 8-16 ҫулти ачасемшӗн уйăхсерен пособи пама тытăнӗҫ.
"Туризм кэшбекӗ" программа ҫуллахи лагерь путёвкисене пырса тивме пуҫлӗ.
Ака уйăхĕн 1-мӗшӗнчен ачана лагере канма ярас тесе путёвка туяннӑ хакӑн 50 процентне тавӑрса парӗҫ.
14 ҫула ҫитнӗ ачасем ака уйăхĕн 1-мӗшӗнчен "Госуслуги" порталта харпăр хӑйӗн пӳлӗмне уҫма пултарӗҫ. 
Ипотека проценчӗсем ӳсеҫҫӗ. Ака уйăхĕнчен ҫӑмӑллатнӑ ипотека проценчӗ 7%-ран 12% ҫити хӑпарать.
Кредитсен лимитне те ӳстерӗҫ- пирӗн регионта ҫынсене 6 млн яхӑн тенкӗ ырлама пуҫлӗҫ. 
Ака уйăхĕн 5-мӗшӗнче ҫӗнӗ саккун вӑя кӗрет: патшалӑх органӗсен тата ҫӗршыв ҫарӗн ӗҫ-хӗлӗ пирки халӑхра суя хыпар саракансене явап тыттарма пуҫлӗҫ. 
Осаго страховкинче малашне водитель аварине лекмесӗр ҫӳренине ятарлӑ коэффициентпа хавхалантарӗҫ, страхлав хисепне чылай чакарӗҫ.
https://ok.ru/hypar/topic/154803672133040