Çутă çул
+20 °С
Пӗлӗтлӗ
Общество
1 Апрелӗн 2022, 08:03

Пушкăртстанра эрне тăршшĕнче тăвар 23 процента хаклăланнă

Хăярпа помидор хакĕ чакнă.

Пушкăртстанра эрне тăршшĕнче тăвар 23 процента хаклăланнăПушкăртстанра эрне тăршшĕнче тăвар 23 процента хаклăланнă
Пушкăртстанра эрне тăршшĕнче тăвар 23 процента хаклăланнă

Апат-ҫимӗҫ продукчӗсене хакланин мониторинг результачӗсене Пушкӑртстанстат панӑ.

Рейтингра пӗрремӗш йӗрке 23,4 процент хаклăланнă тӑвар йышӑнать. Ҫавӑн пекех сухан хакӗ 20,8 процента, купӑста — 19,2 процента, кишӗр — 13,3 процента, кӑшман — 11,2 процента ÿснĕ.

Ытти нумай продуктсен хакĕ ÿснĕ: рис—6,3 процент, ҫӗрулми—5,5 процент, банан—4,8 процент, сосиски—4,1 процент, сыр—3,5 процент, сахӑр—2,9 процент, ҫӑнӑх, чӑх, чей — 2,6 процент, макаронпа вермишель — 1,9—2,4 процент, кăлпасси —1,8—2,5 процент, хӗвелҫаврӑнӑш ҫӑвӗ — 1,7 процент, ҫӑмарта—1,5 процент.

Пĕр продукт — хӑяр кăна питӗ йӳнелнӗ, вӗсен хакĕ 10,4 процента чакнӑ. Ҫавӑн пекех помидор хакӗ — 3,6 процент, ача-пӑча аш консерви, сурăх ашӗпе пулӑ хакӗ 0,6 процент чухлӗ чакнӑ.

https://resbash.ru/news

Пушкăртстанра эрне тăршшĕнче тăвар 23 процента хаклăланнă
Пушкăртстанра эрне тăршшĕнче тăвар 23 процента хаклăланнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас