Çутă çул
-2 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
15 Апрелӗн 2022, 15:50

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ урамсенче суту-илӳ тӑвакан кинемисене хӳтӗлеме шутлать

Кинемисем валли условисем туса пама хушнă вăл.

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ урамсенче суту-илӳ тӑвакан кинемисене хӳтӗлеме шутлать
Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ урамсенче суту-илӳ тӑвакан кинемисене хӳтӗлеме шутлать

"Хăйсен аллипе ҫитӗнтернипе суту-илӳ тӑвакан пирӗн асаннесене хӑвалама кирлӗ мар, вӗсене валли условисем йӗркелемелле, суту-илӳ вырӑнӗсене йӗркелемелле", - тенӗ Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров ҫак кунсенче Уфара иртекен сад ĕрчетекенсен пӗрремӗш форумӗнче.
Регион ертӳҫи хуласемпе районсен администрацийӗсен пуҫлӑхӗсене садоводсем хӑйсен участокӗсенче ӳстернӗ продукцие сутма вӑхӑтлӑх точкӑсем тума хушнӑ. Кинемисем ҫинчен калаҫнӑ май, Радий Хабиров ҫынсене вӗсенчен ҫитӗнтернӗ ешӗл курӑк, хӑяр, ҫав стакан крыжовник туянма, вӗсене çак ансат мар вӑхӑтра пулӑшма чӗнсе каларӗ.
Апрелӗн 13-мӗшӗнче Пушкӑртстанра экономика ҫирӗплӗхне тивӗҫтерес тата пулӑшас тата тивӗҫтерес енӗпе ӗҫлекен штаб ларӑвӗнче регион Пуҫлӑхӗ республикӑри хуласемпе районсен администрацийӗсен ертӳҫисене урамри суту-илӳ тума условисем йӗркелеме хушнӑ.
"МГ" информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: уçă çăлкуçсенчен.

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ урамсенче суту-илӳ тӑвакан кинемисене хӳтӗлеме шутлать
Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ урамсенче суту-илӳ тӑвакан кинемисене хӳтӗлеме шутлать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: