Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин ССР Союзӗпе нацистла Германие танлаштарнăшӑн штрафсем тумалли саккун ҫине алӑ пуснӑ. Документа апрелӗн 16-мӗшӗнче право информацийӗн официаллӑ порталӗнче пичетлесе кӑларнӑ. Граждансене 1—2 пин тенкӗ е 15 талӑкчен административла арест кĕтет, должноҫри ҫынсене — 2 пинрен пуҫласа 4 пин тенкӗ таран, юридика сăпачĕсене — 10 пинрен пуҫласа 50 пин тенкӗ таран.
Тепӗр хут йĕркене пӑснӑшӑн административлӑ штраф 2,5 пинрен пуҫласа 5 пин тенкӗ таран е 15 талӑкчен административлӑ арестлеççĕ. Должноҫри ҫынсем валли — 5 пинрен пуҫласа 20 пин тенкӗ таран е ултӑ уйӑхран пуҫласа пӗр ҫулччен дисквалификацилеме, юридика сӑпачĕсем валли — 50 пин тенкӗрен пуҫласа 100 пин тенкӗ таран е ӗҫ-хӗле 90 талӑкчен административлӑ чарса лартасси.
Йĕркене пăсни шутне «публичное отождествление целей, решений и действий руководства, командования и военнослужащих СССР с целями, решениями и действиями руководства, командования и военнослужащих нацистской Германии и европейских стран во время Второй мировой войны» кĕрет. Ҫавӑн пекех Европӑри ҫӗршывсене ирӗке кӑларнӑ чухне нацистла Германипе унӑн гуманитари миссине аркатса тӑкассинче ССР союзӗн татӑклӑ рольне йышӑнманнишĕн айăплав кĕтет.
«Известия» информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: уçă çăлкуçсенчен.