Çутă çул
+1 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
19 Апрелӗн 2022, 09:57

Путин Жуков маршал ячӗллӗ премин виҫине 10 хут ӳстернӗ

#владимирпутин  

Путин Жуков маршал ячӗллӗ премин виҫине 10 хут ӳстернӗ
Путин Жуков маршал ячӗллӗ премин виҫине 10 хут ӳстернӗ

Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин тунтикун, апрелӗн 18-мӗшӗнче, Совет Союзӗн маршалӗ Георгий Жуков ячӗллӗ патшалӑх премийӗн виҫине вунӑ хут — 300 пинрен пуҫласа 3 млн тенкӗ таран ӳстермелли указ ҫине алӑ пуснӑ. Тивӗҫлӗ документа право информацийӗн официаллӑ интернет-порталӗнче пичетленӗ.

"300 пин тенкӗ виҫепе" сӑмахсене "3 млн тенкӗ виҫепе" сӑмахсемпе улӑштарас, — тенӗ 2022 ҫулхи июнӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа вӑя кӗрекен указра.

Георгий Жуков ячӗллӗ премие Патшалӑх премийӗн Комиссийӗпе тан РФ Президенчӗн 1996 ҫулхи октябрӗн 28-мӗшӗнчи указпа ҫирӗплетнӗ. Ӑна ҫар науки, хӗҫпӑшалсемпе ҫар техники, литературӑпа искусство облаҫсенче ҫитӗнӳсем тунӑшӑн параҫҫӗ.

 «Известия» информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: Global Look Press/Kremlin Pool

Путин Жуков маршал ячӗллӗ премин виҫине 10 хут ӳстернӗ
Путин Жуков маршал ячӗллӗ премин виҫине 10 хут ӳстернӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: